| 5402 | Чӑлхе таҫта та ҫитернӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5407 | Чӑлхе шӑллӑ та мар, ҫапах чуна кӑшлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5374 | Чӑн сӑмах тинӗс тӗпӗнчен те кӑларать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5376 | Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, суя маткан чӑнни ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5377 | Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, тӳр сӑмахӑн кукри ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5375 | Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5378 | Чӑн сӑмахран вӑйли ним те ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5379 | Чӗлхе айӑпӗ каҫан ҫинче каҫӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5380 | Чӗлхе айӑпне ҫурӑм тӳсет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5381 | Чӗлхе арӑслан пек: тыта пӗлсен — тӗк тӑрать, вӗҫерӗнсен — тӗк татать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5382 | Чӗлхе арманӗ пушӑлла та авӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5383 | Чӗлхе Атӑла та картлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5384 | Чӗлхе вӗҫӗнчи сӑмаха чӗлпӗрлесе чарма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5385 | Чӗлхе вӗҫне килни пуҫа килет теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5386 | Чӗлхе вӗҫҫӗн чӗкеҫ тытаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5387 | Чӗлхе каснине чул чӑтман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5388 | Чӗлхе кӗреҫе мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5390 | Чӗлхе мӗн каланине пуҫ пӗлсе тӑтӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5391 | Чӗлхе Мускава та ҫитерӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5392 | Чӗлхе пӑснине алпа юсаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5393 | Чӗлхе пӗлсен пытарнӑ мул та тупӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5394 | Чӗлхе пӗлсен чӗкеҫпе те калаҫма пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5395 | Чӗлхе пулсан ҫул та тупӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5396 | Чӗлхе пур — халӑх пур, чӗлхе ҫук — халӑх ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5397 | Чӗлхе пуҫран ан ирттӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5399 | Чӗлхе ҫивчӗ те, хӑйӑ чӗлме юрамасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5400 | Чӗлхе ҫил арманӗ мар, пушӑлла та авӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5401 | Чӗлхе ҫинчи сӑмах чӗкеҫ пулса вӗҫет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5403 | Чӗлхе тӑрантарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5404 | Чӗлхе Чӗкӗ тӑва кайнӑ, хӳри кӗл ҫинче ларнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5405 | Чӗлхе чӗлпӗрне алӑран ан вӗҫерт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5406 | Чӗлхе чуна пӑвать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5408 | Чӗлхе ярсан ял касать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5398 | Чӗлхе-ҫӑвар япшар пулсан курайман ҫын та ҫул парать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5409 | Чӗлхеллӗ пул та, йӗркеллӗ пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5410 | Чӗлхеллӗ пуличчен чӗлхесӗр пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5411 | Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗр тытнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5412 | Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗре ҫитнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5413 | Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗрте те вилмен. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5414 | Чӗлхеллӗ чӗкеҫ шӑпчӑкран ирттернӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5415 | Чӗлхен тӑпси ҫук, ҫӑварӑн ывси ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5416 | Чӗлхен чаракӗ ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5417 | Чӗлхен шӑмми ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5418 | Чӗлхене ирӗке ан яр тенӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5419 | Чӗлхене карта тытман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5420 | Чӗлхене пӑх хырма туман теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5421 | Чӗлхене тислӗк хырма туман, калаҫма тунӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5422 | Чӗлхене шӑл хушшинче тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5423 | Чӗлхене шӑлпа тытмалла теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5424 | Чӗлхепе арман та авӑртма пулать те, ҫӑнӑхӗ ҫех тухас ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |